Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.9 °C
Йывӑҫне кура ҫимӗҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Григорьев Валерий Николаевич

Григорьев Валерий Николаевич — агроном, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Первомайски ялӗнче ҫуралнӑ.

Пурнӑҫӗ

Валерий Николаевич Григорьев 1954 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Ҫӗрпӳ районӗнчи Первомайски ялӗнче ҫуралнӑ.

1973 ҫулта Чӑвашсен ялти ҫурт-йӗр тӑвӑм ӑстисен шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1983 ҫулта Чӑваш ял хуҫалӑх институтне вӗренсе пӗтерсе аслӑ пӗлӳ илнӗ.

Ӗҫлеме Шупашкарти электроаппарат савутӗнче слесарь пулса пуҫланӑ. 1974–1978 ҫулсенче Ҫӗрпӳ районӗнчи «Знамя» совхозра ҫурт-йӗр тӑвакан ӑста пулса ӗҫленӗ. 1978 ҫултанпа 1988 ҫулччен «Знамя» совхозри профком председателӗ пулнӑ. 1988 ҫултанпа 2006 ҫулччен Ҫӗрпӳ районӗнчи «Знамя» совхозӑн, каярахпа «Знамя» ял хуҫалӑх производство кооперативӗн (ЯХПК) ӳсен-тӑран ӳстерекен цех пуҫлӑхӗ пулса тӑрӑшнӑ. 2006 ҫултанпа — «Хорошавина А. В.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн тӗп агрономӗ.

Хисеплӗ ячӗсем

Хисепӗсем

  • «Ӗҫри хастарлӑхшӑн» медаль;
  • Раҫҫей Федерацийӗн Ял хуҫалӑх министерствин Тав ҫырӑвӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-07-23 20:37:03 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем